Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Е (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Еккономи — крек. — Хуҫайствӑрй ӗҫҫене, расхутсене йӗркелесе, пӗлсе, усӑллӑ туса пыни.
Политтиккӑ еккономи — етем опчӗствине тытӑнтара тӑракан тӗп никӗс ҫинчен — халӑх хуҫайстви ҫинчен — верентекен науккӑ.
Еккономиккӑ — крек.— 1) Еккономиккӑла, хуҫайствӑла сӑлтавсемпе хактӑрсем. 2) опчӗствӑн хуҫайстви йӗрки.
Еккономикла — кр. — Еккономиккӑпа мӗлле те пулин ҫыхӑнса тӑракан. Еккономикла политтиккӑ — етем опчӗствин, йе патшалӑхӑн хуҫайствӑ йӗркине кирлӗ ҫулпа йарас тесе, мӗлле сакконсем кӑларса пымалли ҫинчен вӗрентекен теорисене ҫиҫтемлани.
Еккономикла маттериалисӑм — Маттериалисӑм сӑмаха пӑхмалла.
Еккономис — кр. — 1) Политтиккӑ еккономине ӑста пӗлекен ҫын; 2) Еккономисӑма хапӑл тунӑ ҫын.
Еккономисӑм — кр. — Раҫҫейри сотсиал-темократсем хушшинче 1890-мӗш ҫулсем хыҫҫӑн пулса кайнӑ вӗрентӳ: ӗҫлекенсене ирӗке кӑлармашкӑн политтиккӑ тӗлӗшӗнчен ҫапӑҫмалла мар, еккономиккӑ тӗлӗшӗнчен анчах пулӑшша пымалла тесе вӗрентнӗ.
Екскурҫҫи — лат. — Вӗренес тӗлӗшӗнчен инттереслӗ вырӑна кайса пӑхни.
Експетитси — лат. — 1) Инҫе ҫӗре науккӑшӑн кайни; 2)пуштӑ кантурӗнче, йе хаҫат-кӗнекесем кӑларакан ҫӗрте—ҫырусене, йе кӗнеке хаҫатсене атрӗсӗсем тӑрӑх майласа йаракан уйрӑм.
Експлуаттаттӑр — хран — Ҫын ӗҫленипе усӑ курса пурӑнакан ҫын; кулак.
Експлуаттатси — хран — 1) Пӗр-пӗр претприйаттинчен усӑ курни; 2) ҫын ӗҫӗпе, ытлашши ӗҫлеттерсе пуйсӑ, кулакланса пурӑнни.
Екҫемпльар — лат. — Штуккӑ, йетинитсӑ; ытти пӗр пек йапаласен хушшинчен ӑрасна илнӗ йапала, сӑмахран — кенеке, хаҫат, карттин екҫемп^арӗ.
Екваттӑр — лат. — Ҫӗр чӑмӑрӗ (шарӗ) тавра икӗ польус варринчен шухӑшпа йӗрлесе тухнӑ ҫаврака йӗр. Екваттӑр ҫӗр чӑмӑрне (шара) икӗ пайа (ҫурҫер йенчи ҫуршар, кӑнтӑр йенчи ҫуршар) уйӑрса тӑрать.
Ехоис — лат. — Хӑйне хӑй анчах йуратса, хӑйшӗн анчах тӑрӑшакан ҫын.
Ехоисӑм — лат. — Хӑйне анчах йуратса, тӑрӑшша пурӑнни, ытти ҫынна ним вырӑнне те хуманни.
Еппитеми — Пурне те йерсе пыракан, ҫынран ҫынна сиксе пыракан (чирсем, йе урӑх мӗнле те пулин йапала).
Еппоххӑ — крек. — 1) Историре — пур ытти вӑхӑтсенчен мӗнпе те пулин паллӑ уйрӑлса тӑракан вӑхӑт; 2) кеолокире — пӗр-пӗр паллӑ периотӑн паллӑ пайӗ.
Еттиккӑ — крек. — 1) Пурнӑҫ йеркисен, майсен сакконӗсем ҫинчен вӗрентекен науккӑ, 2) пӗр-пӗр партьтьин, ушкӑнӑн, йе сойусӑн членӗсен пурӑнӑҫӗ майӗсен, йӗркисен, пурӑнӑҫ пӑравӗлӑсен котекси, мараль.
Ессер — Ессерсен (сотсиалис-револьутсионерсен) партьтийӗн членӗ.
Ессерсем, ессерсен партьтьи — "Сотсиалис—револьутсионерсем" сӑмаха пӑх.
Електритсӑ — Тӗрлӗ йапаласене хӑйсен ҫук свойствӑсем (туртса илекен, тӗртсе йаракан, елементсене уйӑрса кӑларакан, ҫутӑлтаракан т. ы.) паракан куҫа курӑнми вӑй. Майлӑ електритсӑ — ҫӑмпа хытӑ сӑтӑрнӑ кӗленче йапала ҫине пухӑнат; хирӗҫ електритсӑ — тирпе сӑтӑрнӑ смала ҫине пухӑнат. Майлӑ електритсӑпа хирӗҫ електритсӑ пӗрмайах пӗрлешме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫывӑхра пулсан ҫиҫӗм каларса, ҫатӑртатса пӗрлешеҫҫӗ (аслатипе ҫиҫӗм). Електритсӑ вӑйӗпе халӗ темле усӑ та кураҫҫӗ: хуласем ҫутатаҫҫӗ, ҫӗр сухалаҫҫӗ, вакунсем чуптараҫҫӗ, чирчӗртен тӳрлетеҫҫӗ т. ы.
Елемент — лат. — 1) Нимле майпа та урӑх тӗрлӗ йапана тума май ҫук йапаласем. Пур тӗнчери йапаласем те 80 елементран пулса тӑраҫҫӗ (воторот, уклерот, асот, тимӗр, кальи, кальтси, кӗмӗл, ылттӑн, пӑхӑр, кӗкӗрт т. ы.); 2) Нумай пайлӑ йапаласен пӗр пайӗ; 3) кальванисла вӑй тупмалли хатӗр, кальванисла паттарейӑн пайе.
Емикратси — лат. — 1) Ҫуралнӑ ҫӗршыва пӑрахса йут ҫӗре куҫни йе тарни.
Емикрант — лат. — Ҫуралнӑ ҫӗршыва пӑрахса йут ҫӗре куҫнӑ, йе тарнӑ ҫын.
Енерки — лат. 1) Паллӑ йапала паллӑ таран ӗҫлеме пултарни, вӑй, пултару. Кинеттиклӑ енерки — курӑнса тӑракан, ӗҫлекен енерки; поттентсиллӑ енерки — пытанса, курӑнмасӑр, ӗҫлемесӗр тӑракан енерки; иккӗшӗ те мехханисла енеркин икӗ тӗрлӗ майӗсем, енерки ҫухалман саккон тӑрӑх ашӑ, ҫутӑ йе тата урӑх тӗрлӗ енерки пулса кайма пултараҫҫӗ. Химилле енерки — йапаласем пӗр-пӗринпе химилле реаксиленме пултарни. 2) пӗр ывӑнмасӑр, питӗ тӑрӑшша, пӗлсе, хӑватлӑ ӗҫлеме пултарни. Енеркиллӗ ӗҫ — пӗлсе, тӑрӑшша, вӑйлӑ пыракан ӗҫ.
Евольутси — лат. — 1) Йерипен, майпе, пӗчӗккӗн ӳссе, хӑватланса пыни (револьутси пек сасартӑк, хӑвӑрт мар). 2) Пиолокире — пӗр хормӑ тепӗр хормӑран тухса ӳссе пыни.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-04 22:57:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3514 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем